Ял хӗрарӑмӗсен фестиваль-конкурсне хатӗрленсе

  Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ хӑйӗн черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑнчӗ. Кун йӗркинчи чи тӗп ыйту - регионсен хушшинчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" ял хӗрарӑмӗсен конкурс- фестивальне йӗркелесе ирттересси. 

  Комитет председателӗ Юлия Мареева ӑмӑрту ҫывхарса килнине, кашни пайташ ку мероприятишӗн яваплӑ пулнине каларӗ. Чӑваш Енти кашни района тата Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш наципе культура автономисене фестиваль йӗркине (положенине) ярса панӑ, хальлӗхе 6 регионтан тата республикӑри 10 районтан хастар хӗрарӑмсем ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Комитет ларӑвӗнче кашни пайташ мероприятире хӑш енӗпе яваплине ҫирӗплетрӗҫ.
Унсӑр пуҫне номинацисене пӑхса тухса ҫӗнтерӳҫӗсене тата хутшӑнакансене еплерех парнесемпе хавхалантарассине сӳтсе яврӗҫ.
"Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет ларӑвне ЧНК Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Анатолий Ухтияров хутшӑнчӗ, сӗнӳсем пачӗ.
Каласа хӑвармалла, унччен маларах Юлия Мареевӑпа Зоя Яковлева Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн ертӳҫипе Алевтина Федоровӑпа ӗҫлӗ тӗл пулу йӗркеленӗччӗ. Алевтина Николаевна хӑй енчен ял хӗрарӑмӗсен фестиваль-конкурсне ирттерме пулӑшма шантарчӗ.

ЧНК пресс-службин ертӳҫи, комитет пайташӗ Зоя Яковлева.