Ылтăн алăллă ăстана çуралнă кунпа саламлатпăр!

 Чăваш халăхне, ÿнер искусствине пуçĕпех парăннă тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлне Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникне Праски Виттине (Виталий Петрович Петрова) çуралнă кунпа саламлатпăр!

Эсир Чăваш тĕнчи мăнаçлăхĕ, тупри, пин-пин паха ÿнер ĕçĕсен авторĕ.

Сирĕнпе мухтанатпăр, сирĕн ылтăн алăллă ăсталăхшăн савăнатпăр.

Чăваш наци конгресĕ ячĕпе чунтан сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр!

 

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Президиум пайташĕсем.