• Çĕнĕ шупашкарсене халăхсен пĕрлĕхĕпе культурин уявĕпе ЧНК вице-президенчĕ те саламларĕ

Çĕнĕ шупашкарсене халăхсен пĕрлĕхĕпе культурин уявĕпе ЧНК вице-президенчĕ те саламларĕ

 

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче «Химик» культура керменĕнче çулсерен çак кун иртекен  «Çĕнĕ Шупашкар – халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурин хули» ятлă чи паллă уявсенчен пĕрне пуçтарăнчĕç.

Чăваш, вырăс, тутар, çармăс, эрмен тата ытти халăх ывăл-хĕрĕ хăй нацийĕн мăнаçлăхне, ĕçченлĕхне, тараватлăхне тата пултарулăхне куравсем йĕркелесе, ташă-юрă урлă кăтартса пачĕ. Кашни курав умĕнче халăх хĕвĕшрĕ, тăванла ытти нацисен йăл-йĕркипе, культурипе, апат-çимĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе паллашрĕ.

Уявра чăваш халăх тумĕсен капăрлăхне дефиле туса кăтартрĕç, чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕç. Паллă мероприятире кăмăл тăвакансем интерактивлă карта çинче хăй ăçта çуралнине паллă тума, çапла майпа пирĕн çĕршыв анлăшне уçăмлатма пултарчĕç.

«Çĕнĕ Шупашкар – халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурин хули» ятлă уява савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧНК вице-президенчĕ, Ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, Чăваш Республикинчи Ыркăмăллăх фондне тимлекенсен Канашĕн ертÿçи Лариса Игнатьева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова тата ытти сумлă çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем хулара тĕпленсе пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисене уявпа саламларĕç, çапла туслă пурăнма пултарнăшăн,  ăшпиллĕхпе тараватлăхшăн тав турĕç.

ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ильич Ухтияров пухăннисене чунтан саламласа çапла каларĕ:

«Çĕнĕ Шупашкара иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен куçса килнĕ чи пултаруллă та малĕмĕтлĕ çынсем пуçласа янă, хăпартланса ĕçлесе çĕнĕ капмар çуртсем, савутсемпе фабрикăсем хута янă. Халĕ çак пархатарлă ĕçе вĕсен ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсем тивĕçлĕн малалла тăсаççĕ. Çавăншăн тайма пуç сире!».

Анатолий Ильич Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçине Ольга Викторовна Чепрасовăна чăваш халăхĕ умĕнче тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн конгресăн Хисеп хучĕпе чысларĕ,чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕ. «Хăш-пĕр ертÿçĕсем пултаруллă ĕçленĕшĕн хавхалантарса чылайăшне чыслаççĕ, анчах та сăпайлăн хăйсене «манаççĕ». Çаксен шутне Ольга Викторовна, сире те кĕртетĕп. Эсир чăваш халăхĕ умĕнче чылай пархатарлă ĕçпе палăрнă. Çакăншăн сире питĕ пысăк тав»- терĕ ЧНК вице-президенчĕ Хисеп хутне савăнăçлă лару-тăрура панă май.

Çĕнĕ Шупашкарсем Халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурин уявне тĕрлĕ наци çыннисен пултарулăхне кăтартакан концертпа вĕçлерĕç.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи