ЧНК ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров Питĕрти маттур çамрăк чăвашпа хаваспах паллашрĕ. Вăл Роман Юрьевича ЧНК ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, конгресс президентĕнчен Николай Угасловран салам сăмахĕ каларĕ. Анатолий Ильич хамăр ентешсем, уйрăмах çамрăксем Нева хĕрринче мĕнлерех ĕçлесе пурăннипе кăсăкланчĕ. 

Роман Арсентьев чăваш ачисем пысăк хулара çухалса кайманни, хамăр культурăна, йăла-йĕркене хальхи самана таппипе тан аталантарса пыни пирки каласа пачĕ. Кунти чăвашсем хастаррине кура Питĕрте ÿснĕ, анчах та ашшĕ-амăшĕ чăваш пулнă чылай çамрăксемпе ача-пăчасем халĕ хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланма пуçланине палăртрĕ Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă, халĕ Питĕрте ĕçлесе пурăнакан çамрăк.
 Калаçу çăмхи сÿтĕлнĕ май, Питĕр хулипе çыхăннă мухтавлă ентешсене – Н.Бичурина, П.Егорова тата ытти паллă чăвашсене аса илчĕç. Роман Юрьевич Питĕр хулинчи Валериан  Гаврилов ертсе пыракан чăваш наципе культура автономийĕ юлашки вăхăтра Никита Бичурин паллă ăсчах ятне Питĕрти пĕр урама парас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленине асăнчĕ, нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче çак тĕллевпех Нева хĕрринчи аслă хулара курав уçăласси пирки аса илтерчĕ.
 «Пирĕн тĕнчипех чăвашсене ĕçчен халăх тенине кăна мар, ăслă халăх тесе каланине илтмешкĕн тăрăшса ĕçлемелле» -, тесе калаçăва пĕтĕмлетрĕ Анатолий Ухтияров вице-президент. Ку сăмахсемпе Роман Арсентьев килĕшсе малалла та хастар ĕçлессе шантарчĕ.
Ĕçлĕ калаçăва Питĕрти чăваш наципе культура автономийĕн Шупашкарти кураторĕ Наталья Васильева тата ЧНК пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева хутшăнчĕç.

ЧНК пресс-служби.
(Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем)