ЧНК Ĕç тăвакан комитет председателĕ Чĕмпĕр облаçĕн кунне уявланă çĕре хутшăнчĕ

 Облаç 76 çул тултарнине чĕмпĕрсем анлă паллă турĕç. Мĕншĕн 76 çулне çакнашкал уявлани уйрăм истори. Регионта çак датăпа çыхăнтарса кăрлачăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен 300 ытла мероприяти иртнĕ.

Ульяновск облаçĕн кунне чаплăн палăртмалли тĕп вырăн Ленин мемориалĕ пулчĕ. Хисеплĕ хăнасем хушшинче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ильич Ухтияров та. Вăл кÿршĕ региона ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн саламне илсе çитерчĕ. Ленин мемориалĕнче кăрлачăн 19-мĕшĕнче облаç 76 çулне халалланă савăнăçлă лару тата концерт иртрĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи тĕрлĕ халăхсен общество организацийĕсем фойере хăйсен культурипе çыхăннă куравсем йĕркелерĕç. Олег Мустаев ертсе пыракан Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ пурне те чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă курава йыхравларĕ. Кунта чăваш апат çимĕçĕпе пурне те сăйларĕç.

Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов куравсемпе паллашнă май чăвашсем патĕнче те самай чарăнса тăчĕ. Анатолий Ильич Ухтияров ЧНК президенчĕ ячĕпе кĕпĕрнаттăра паллă кунпа саламласа «Чăваш Ен мухтавлă çыннисем» плакет парнелерĕ. Вăл кунти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçине Олег Мустаева чăваш тĕрĕллĕ кĕпине тăхăнтартрĕ. Сергей Морозова чăваш шăрттанĕ питĕ килĕшет иккен. Ăна ас тивсе хакларĕ кĕпĕрнаттăр.

Малалла уяв лару залне куçрĕ. Сергей Иванович Морозов кĕпĕрнаттăр пухăннисене паллă кунпа саламларĕ, кĕскен облаçра пулса иртекен çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Ку тăрăхра 2019-мĕш çула нацисен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавăнпа та кĕпĕрнаттăр кунти халăх туслă та килĕштерсе ĕçленишĕн мăнаçланнине пытармарĕ. Вăл Чĕмпĕр чăвашсем çинчен темиçе хут та ырăпа асăнчĕ. Сергей Иванович Раççейре Театр Çулталăкне паллă туни регионти талантлă та пултаруллă çынсене пулăшмалли çул пулассине каларĕ. Çавăнпа та профессиле мар театрсемпе пултаруллăх ушкăнĕсене, наци театрĕсене тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ.

Савăнăçлă уявра профессиллĕ хорсемпе уйрăм юрăçсем, пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене савăнтарчĕç. Чăваш юррин сасси те илтĕнсех тăчĕ. Кÿршĕ регионти уява Ренат Ибрагимов паллă эстрада юрăçи те илемлетрĕ.

ЧНК пресс-служби. (сăнÿкерчĕксем Елена Урасметовăн)