ЧНК культура комитечĕ Шупашкарти Чăваш тĕрри музейĕнче Улах ларчĕ.

 Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн "Аваллăха упраса - малашлăха ĕненсе" проекчĕ кăçал малалла ĕçлет. 

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш тĕрри музейĕнче "Улах ларни" йăла-йĕрки мĕнле иртнине аса илчĕç. "Телей" халăх фольклор ушкăнĕ çак авалхи чăваш йăлине уçăмлатса кăтартса пачĕ. Ушкăн ертÿçи Наталья Витальевна Арсентьева, культура комитечĕн пайташĕ пулнă май, комитет ĕçне ку енĕпе пуянлатса пыни кăмăллă.
Мĕн авалтан, кĕрхи ĕçсене пĕтерсен, хĕрсем улах ларнă. Ун валли пĕр-пĕр карчăк е хĕр-тантăшĕ патĕнче çурт шыраса тупнă. Хĕрсем улахра ал-ĕç тунă, качча кайма тупра пуçтарнă. Ларма хаваслă ирттĕр тесе юрланă, ташланă, юмах-халап янă, тупмалли юмахсен тупсăмне шыранă. Кунта каччăсем килсе хавхалантарнă, хăйсем валли хĕр шыранă. 
Чăваш наци конгресен культура комитечĕ çак йăлана кăтартнин тĕп тĕллевĕ - чăвашсен ырă йăлисене аса илсе çамрăксене вĕрентесси, сăпайлăх, чыс туйăмĕсене упрама хистесси тата ытти те.
Чăваш тĕррин музейĕнче иртнĕ уява культура комитечĕн пайташĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, культурăра тăрăшакансем тата чăваш авалхи йăли-йĕркипе кăсăкланакансем пуçтарăнчĕç. Кунта Шупашкарти Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан ют çĕршыв çамрăкĕсем те пулчĕç, улах ларнипе питĕ кăсăкланса телефонсем çине ÿкерсе илчĕç.
ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова, Вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, Чăваш тĕрри музейĕн сотрудникĕ тата культура комитечĕн пайташĕ Наталья Захарова-Кульева пухăннисене Улах ларнин йăли-йĕркине, пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕç, пурне те çак мероприятине хастар хутшăннăшăн тав турĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. 
(автор сăнÿкерчĕкĕсем)