Питĕрсем Шупашкарта

Ленинград тăрăхĕнчи тата Питĕр хулинчи чăвашсен пĕрлĕхĕн Ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Татьяна Шмелева çак кунсенче ЧНК çуртĕнче ĕçлĕ тĕл пулÿра пулчĕ.

ЧНК вице-президенчĕ, Ĕç тăвакан комитет ертÿçи тата конгресс хастарĕсем Татьяна Шмелевăпа 2019-мĕш çул пĕрле тумалли ĕç-хĕл пирки калаçу ирттерчĕç

. Ленинград тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ юлашки вăхăтра питĕ хастар ĕçлеме пуçларĕ. Малтан Мурманск тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи пулса чылай вăхăт хушши тăрăшнă Валериан Анатольевич Гаврилов Нева шывĕ хĕрринчи хулана куçсан вăй илчĕç кунти ентешсем. Халĕ Ленинград облаçĕпе хулинчи чăвашсен ку пĕрлĕхĕ çумĕнче темиçе ансамбль, ташă ушкăнĕсем ĕçлеççĕ, чăвашлăха, тăван чĕлхене аталантарассипе нумай-нумай ĕç туса ирттереççĕ.

ЧНК па çыхăнăва вăйлатма конгресăн культура комитечĕн пайташне, паллă хореографа Наталья Васильевăна хăйсен Шупашкарти элчи туса çирĕплетрĕç питĕрсем.

Тĕл пулура Анатолий Ильич Ухтияров регионсенчи чăвашсемпе кăçал пĕрле тумалли ĕçсем пирки аса илтерчĕ. Пуш уйăхĕнче регионсем хушшинчи "Кĕмĕл сасă" фестиваль, çĕртме уйăхĕнче - пĕтĕм чăвашсен Акатуйне тивĕçлĕ шайра ирттересси пирки  калаçрĕç.

Ăшă тĕл пулура паха та усăллă парнесем- кĕнекесемпе буклетсем те ытлашши пулмарĕç.

ЧНК пресс-служби.