• Раççей шайĕнчи "Кĕмĕл сасă" юбилейлă 20-мĕш чăваш эстрада юррисен конкурс-фестивалĕ Шупашкарта, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртĕ!

Раççей шайĕнчи "Кĕмĕл сасă" юбилейлă 20-мĕш чăваш эстрада юррисен конкурс-фестивалĕ Шупашкарта, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртĕ!

 

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче  йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ конкурс йĕркине (Положение) тепĕр хут тишкерсе тухрĕ. Çакăн хыççан тин ăна регионсенчи тата Чăваш Ен районĕсенчи ЧНК уйрăмĕсене ярса пама йышăнчĕ.
 Конкурс финалĕ пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче иртĕ. 
1-мĕш тапхăр районсемпе регионсенче нарăсăн 18-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 18-мĕшĕччен пулĕ. 
"Кĕмĕл сасă" чăваш эстрада юррисен конкурс-фестивалĕн финалне хутшăнас текенсен пуш уйăхĕн 25-мĕшĕччен ыйтса (заявлени)  çырса gongress21@mail.ru ЧНК эл. почтине ямалла. 
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче 15.00 сехетрен пуçласа Шупашкарта, ЧНК çуртĕнче финала хутшăнакансене итлесе çирĕплетĕç.
2-мĕш тапхăр вара пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ирхине 11 сехетре пуçланĕ. Кунта çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене палăртĕç, гала-концертра юрлакансене суйлĕç.
17.00 сехетре гала-концерт пуçланĕ. 
Конкурс-фестиваль йĕркипе  (Положенийĕпе) пирĕн сайтра паллашма тата ăна уçласа илме пулать.
Йĕркелÿ комитечĕ ларура конкурспа çыхăннă  ытти ыйтусене те уçăмлатрĕ.
    Чăваш Ен районĕсенчи ЧНК уйрăмĕсен тата регионсенчи наципе культура автономийĕсен ертÿçисене Раççей шайĕнче иртекен юбилейлă 20-мĕш "Кĕмĕл сасă" чăваш эстрада юррисен конкурс-фестивальне хăвăр патĕнчи пултаруллă çамрăксене хутшăнтарассипе тимлĕрех ĕçлеме ыйтатпăр!
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 89176701821-ЧНК йышăну пÿлĕмĕ;
                                                    89278447648 - пресс-служба

Зоя Яковлева, "Кĕмĕл сасă" конкурс-фестиваль йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ.