Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб системи "Нарспи" клубра Театр Çулталăкне уçрĕ.

 

Мероприятие Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова йыхравларĕç.
Паллах, хаклă хăнасем хушшинче виçĕ пултаруллă артист, пурте Ивановсем : Чăваш халăх артисчĕсем Иван Иванович Ивановпа унăн мăшăрĕ Валентина Аркадьевна Иванова тата çамрăк артистка Ирина Николаевна Иванова пулчĕç. 
"Нарспи" клуба çÿрекен ача-пăчасем, тĕрлĕ ушкăнсенче юрлакан-ташлакан аслисем хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Ку клубра ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем Лидия Константинова директор,  Алиса Лукина хореограф пулса ĕçлеççĕ. 
 Театр Çулталăкĕ тени пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Николай Федорович Угаслов пухăннисене çак ятпа саламларĕ, пурне те ăнăçу, пултарулăхра пархатар сунчĕ.  Вăл ача чухне яла театр ĕçченĕсем спектакльпе килсен еплерех хавхаланнине, вĕсене ялан чи чаплă уяв пек кĕтнине аса илчĕ. "Театр вăл асамлăх, театр вăл пурăнăç. Эпир ачасемпе кивĕ пăтасенчен çапса сцена ăсталаса артистсене кĕтеттĕмĕрччĕ. Антăхса кайса вĕсен кашни хусканăвне,  сăмахне итлеттĕмĕрччĕ. 
Ÿнер культуринчи чи çуллĕ вырăнта вăл театр. Çĕршывăн экономика аталанăвĕ культура шайĕпе тачă çыхăннă. Культура япăх аталаннă  пулсан, экономика та çуллĕ шайра пулаймĕ",- терĕ ЧНК президенчĕ. Вăл тĕлпулăва килнĕ К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене, Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб системинче тăрăшакансене, "Нарспи" клубра ĕçлекенсене Театр Çулталăкĕ уçăлнă ятпа саламларĕ, чи хастаррисене ЧНК Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. 
Николай Угаслов темле ĕçлĕ пулсан та, Иван Иванов, Валентина Иванова, Ирина Иванова артистсем калаçнине, вĕсем  спектакль сыпăкĕсене выляса кăтарнине тимлĕн пăхса ларчĕ. 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.