ЧНК хастарĕ çавра çулне паллă турĕ

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧНК Президиумĕн пайташĕ, конгресс çумĕнчи халăх ăстисен Ассоциацийĕн ертÿçи, чăваш тумĕн ăсти, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Ивановна Воронова çавра çулне паллă турĕ.

Чăваш наци конгресĕн чи хастар пайташĕ Зинаида Воронова 1951-мĕш çулта Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче çуралнă. Вăл культура училищи, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне тата Мускаври халăх университечĕн ташă уйрăмне пĕтернĕ. Елчĕк районĕнче культура вучахне упраса аталантарас енĕпе чылай ĕçленĕ, каярахпа Шупашкарти тĕп вулавăшра тĕп библиотекарь пулса тăрăшнă.

Халĕ маттур та хастар чăваш хĕрарăмĕ Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче халăх пултарулăхĕн кафедринче çамрăксене ал-ĕç ăсталăхне вĕрентет.

1992-мĕш çулта Чăваш наци конгресне йĕркелесенех хастар чăваш хĕрарăмĕ пуçĕпех чăвашлăха аталантарас ĕçе кÿленет.

Пултарулăхне кура Зинаида Ивановна чăваш эрешĕсемпе ĕçлеме пуçлать: тухъя, хушпу, масмак тата ытти тум илемĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас енĕпе ырми-канми ĕçлеме пуçлать.

Унăн пархатарлă ĕçне республикăри, регионсенчи тата пĕтĕм тĕнчери конкурсенче пысăка хурса хаклаççĕ.

Паллă ÿнерçе, ЧНК хастар пайташне юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Культура министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Вĕрентÿ министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова чунтан саламларĕç, малалла та хастар пулма сунчĕç, пултарулăх çулĕ иксĕлми пуласса шаннине пĕлтерчĕç.

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕ, вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров конгресс Президенчĕн Николай Угасловăн саламне юбиляр патне илсе çитерчĕ, парне пачĕ.

ЧНК хастарĕсем Зинаида Ивановна Воронована çавра çулпа чун-чĕререн саламлаççĕ, чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнăшăн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

ЧНК пресс-служби