Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарти чӑваш тӗрри музейӗнче халӑх ӑстин, "Паха тӗрӗ" фирмӑн пултаруллӑ тӗрӗҫин Анастасия Васильевна Андреевӑн ӗҫӗсен юбилейлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Ӳнерҫе ҫак ятпа саламлама Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн хастарӗсем те ҫитрӗҫ. Вӗсем ӳнерҫе ҫавра ҫулпа саламларӗҫ, ӗҫчен те пултаруллӑ пулнишӗн тав турӗҫ. Конгресс президенчӗн Николай Угасловӑн Хушӑвӗпе Анастасия Васильевнӑна тӑван халӑх культурине сыхланса хӑвараса аталантарас пархатарлӑ ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ЧНК Хисеп хучӗпе чысларӗҫ.

#ЧНК

#Культура