Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси шкулĕнче тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç. 
2017-мĕш çулта ку шкула пĕтернĕ, ун хыççăн Çĕрпÿри 1-мĕш шкул пĕтерсе ылтăн медале тивĕçнĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологипе журналистика факультетĕнче ăс пухакан Полина Васильевăна чысларĕç. 
Сăлтавĕ мĕнре-ха? Полина Чăваш наци конгресĕ ирттернĕ «Раççей чăваш пики-2019» конкурса хутшăнса хăйне маттур кăтартнăччĕ. Уйрăмах пултарулăх конкурсĕнче «Нарспи» поэмăри пичетленмен сыпăка чуна тивмелле, куççÿль кăлармалла вуласа, кăтартса панăччĕ. Театр çулталăкĕнче ку тĕлĕнмелле паха пулăм пулчĕ. Анчах та маттур хĕрачана ку енĕпе жюри палăртаймарĕ. Çакна шута илсе, Апакасси шкулĕнче чылай çул директор пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури ветеран-вĕрентекен, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ганна Петровна Андреева сĕннипе, Чăваш наци конгресĕн Ĕç тăвакан комитечĕ Полинăна кая юлса та пулин «Театр çулталăкĕнче литература персонажне пултаруллă сăнарлакан пике» номинаципе чыслас тесе йышăнчĕ. 
Кăрлачăн 24-мĕшĕнче, Апакассинчи тулли мар вăтам шкула, шăп Полина 18 çул тултарнă кун, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева килсе çитрĕç. Кунтах Çĕрпÿ районĕн культура пайĕн делегацийĕ тата районти ЧНК уйрăмĕн председателĕ Алевтина Дмитриева та пулчĕç. 
Шкулти лару залĕнче ачасем, вĕрентекенсем, Полина çывăх тăванĕсем тата хăнасем пуçтарăнчĕç. 
Малтанах Полина Васильева хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, «Раççей чăваш пики-2019» конкурсра кăтарнă сыпăка тепĕр хут вылярĕ. 
Пултаруллă пикене Апакасси культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» ансамбль юрласа саламларĕ, ăна вĕрентнĕ учительсем Полина пĕчĕкренех хастар та пултаруллă, сăвăсемпе калавсем çырнине, пуçаруллă пулнине аса илтерсе каласа пачĕç. 
Мероприятие ачасене хастартарах хутшăнтарас тĕллевпе вĕрентекенсем ыйту-хурав майлă йĕркелерĕç. 
Культура пайĕн пуçлăхĕ Алла Волчковăпа райоти пĕрлештернĕ клуб системин пуçлăхĕ Светлана Яковлева саламланă хыççăн Çĕрпÿри ЧНК уйрăмĕн ертÿçи Алевтина Дмитриева сăмах илчĕ, вăл кĕскен чăвашлăха аталантарас енĕпе Çĕрпÿ тăрăхĕнче еплерех ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. Алевтина Филипповна Полина Васильева ачаран кунта ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннине савăнса каласа пачĕ. 
ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров Николай Угаслов президент ячĕпе Апакасси халăхне çĕршывăн пуласлăхĕшĕн, чăваш халăхĕшĕн тăрăшнишĕн тав турĕ. Вăл Полина пултаруллă пулнишĕн мухтаса хĕр хулпуççи çине «Театр çулталăкĕнче литература персонажне пултаруллă сăнарлакан пике» лента çакса ячĕ, çуралнă кунпа ăшшăн саламларĕ. Полина çакăнта ларакан ачасемшĕн ырă та кăтартуллă тĕслĕх пулнине каларĕ. Ун вырăнне малашне тата маттур ачасем йышăнасса шаннине палăртрĕ. 
ЧНК вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева та ку мероприяти пархатарлă та усăллă пулнине, кунта чăвашлăха çирĕп тытса пынине тата Полина ăсталăхĕ курăмлă, малашлăхĕ анлă пулнине каларĕç. Вĕсем хĕр-пике маттур пулни амăшĕпе кукамăшĕн тăрăшуллăхĕнчен те килнине палăртрĕç, вĕсене Полина пуласлăхĕшĕн тăрăшнишĕн тав турĕç. 
  
Зоя Яковлева, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ