Çĕпĕр чăвашĕсем Шупашкарта

 

Чăваш наци конгресĕн йыхравне йышăнса Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕн сакăр пайташĕ, вĕсен хушшинче "Тăван" юрăпа ташă ансамблĕ те Шупашкара çитрĕç.
Раштавăн 18-мĕшĕнче ирхине вĕсем ЧНК çуртне килчĕç. Конгресс вице-президенчĕ, Ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров хаклă хăнасене ЧНК тăвакан ĕçĕ-хĕлпе паллаштарчĕ, çак çуртăн историне каласа пачĕ, Чăваш автономийĕн 100 çулне хатĕрленесси республикăра еплерех пынипе паллаштарчĕ.
Ун хыççăн вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тюменьсене Çеçпĕл Мишши тата Чăваш тĕррин музейĕсене илсе кайса кăтартрĕ. Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Антонина Андреева тата Чăваш тĕрри музейĕн наука сотрудникĕ Наталья Захарова-Кульева (вĕсем иккĕшĕ те ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем) Çĕпĕртен килнĕ ентешсене музей экспоначĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, ăшпиллĕн чейпе хăналаса калаçса ларчĕç.
Каçпа вара Тюмень хулинчен килнĕ хăнасем Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнче иртнĕ "Телей" халăх фольклор ушкăнĕн юбилейлă концертне хутшăнчĕç. "Тăван" ансамбль юрă шăрантарчĕ, "Телей" ушкăна чунтан тухакан сăмахсемпе саламларĕç, хаклă парнепе чысларĕç.
Аякри çывăх тăвансем Шупашкар питĕ кăмăла кайнине, тăван чĕлхепе калаçнине, юрланине итлеме темрен те паха пулнине пĕлтерчĕç.

ЧНК пресс-служби.

Хыпарсем