Паян, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Шупашкар юбилейĕпе çыхăннă уявсен уявĕ!

Паян, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Шупашкар юбилейĕпе çыхăннă уявсен уявĕ!

Ирпе ирех уяв тумĕ тăхăннă юратнă хуламăр тутлă шăршăпа та сăмсана кăтăклама пуçларĕ, праçнике тухнă халăха Анне палăкĕ патне йыхăрчĕ.
Кунта «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестиваль уçăласси пирки халăха тахçан малтан пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем те фестивале васкарĕç. 
Хăйсен апат-çимĕçĕпе сăйлама, ăна хатĕрлес вăрттăнлăха уçса пама 30 ытла командăран Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен "Тăван" Ассоциацийĕ, Питĕр тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ те çитнĕ. Вĕсене хавхалантарас тесе те ĕнтĕ конгресс хастарĕсем уява çитрĕç. ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕ Инесса Алексеева та "Телей" кафе ертÿçи пулнă май фестивальте тупăшма кăмăл тунă.

Вĕсен тĕллевĕ - Шупашкар çыннисене чăваш апачĕ хатĕрлесе тĕлĕнтересси. Уйрăмах кăсăкли кунта — какай шÿрпи пĕçерекенсен тупăшăвĕ. Техĕмлĕ яшкапа кайран уява килнисене те сăйларĕç. Çавăн пекех фестиваль хăнисем хăйсем те чăваш халăх апачĕсене пĕçерме вĕренчĕç. Çак тĕллевпе ятарлă ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç.
Часах сцена çине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Кубăран килнĕ сумлă хăнасем хăпарчĕç. Вĕсем уява килнисене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Чăваш апачĕ пĕçерес ăсталăха сумлă жюри хакларĕ. Каласа хăварас пулать, «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестиваль тÿрийĕсем хушшинче ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров та пулчĕ.
Конкурс пынă вăхăтра республикăри пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Юнашарах халăх ăстисен палатисем ĕçлерĕç. Чăваш наци конгресĕн ал-ĕç ăстисен ушкăнĕнчи Зинаида Воронова, Людмила Балтаева, Любовь Вазюкова та хăйсен паха ĕçĕсене халăх умне кăларчĕç.
Ăмăрту вĕçленнĕ май Тюмень чăвашĕсем унта иккĕмĕш вырăн йышăннине пĕлтĕмĕр. Саламлатпăр, савăнатпăр Çĕпĕртен килнĕ ентешсемшĕн. 
Кăнтăрла иртсен вара хула самолетсен шавĕпе тулчĕ, халăх Атăл хĕрринелле "Стрижи" пилотсен ушкăнĕн вĕçевне курма васкарĕ, унтах шыв çинче тĕрлĕ хускану туса кăтартакан аквабайкерсемпе флайбордистсем халăха тĕлĕнтерчĕç.

Хыпарсем