Сăваплă вырăнсем сăваплах юласса шанатпăр



2019 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн ячĕпе Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчи 4 ял (вĕсен хушшинче К.В.Иванов çуралнă Слакпуç ялĕ те) халăхĕ ушкăнпа çырнă çыру килчĕ. 
Çак çырура вĕсем Николай Федорович Угаслова хăйсен ялĕсен çумĕнче сысна ĕрчетекен комплекс тăвассине чарма пулăшма ыйтнăччĕ. Ĕçмелли таса çăлкуçсем шăнкăртатса юхакан вырăнсенче, чăваш халăхĕшĕн сăваплă тăрăхра çутçанталăка варалакан лаптăк туса хуни ытла та сĕмсĕр ĕç пулнине пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. 
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Пелепей районĕнче пурăнакан чăвашсен нушине ăнланса, çак сăваплă вырăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханса Пушкăрт Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Радий Фаритович Хабиров ячĕпе çыру ячĕ. Унта вăл Пушкăрт ертÿлĕхĕ халăх ыйтнине итлессе, комплекс тăвас вырăна урăх çĕре куçарасса шаннине пĕлтернĕччĕ. 
ЧНК президенчĕ ыйтса çырнине хуравласа Пушкăр Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕнчен пĕлтерсе çырни (Уведомлени) килчĕ: 

АДМИНИСТРАЦИЯ ГЛАВЫ РЕСПУБЛИКИ БАШКОРТОСТАН 
450101, г. Уфа, Дом Республики тел. (347) 280-81-06, (347) 280-81-14 24 августа 2019 г. 1-Г-21329 
congress21@mail.ru 


УВЕДОМЛЕНИЕ 
Настоящим уведомляем, что Ваше обращение получено и зарегистрировано 21.08.2019 года за № 1-Г-21329 . 
В соответствии c частью 3 статьи 8 Федерального закона от 2 мая 2006 г. № 59-ФЗ «О порядке рассмотрения обращений граждан Российской Федерации» указанное обращение направлено на рассмотрение по компетенции в следующий орган власти (орган государственной власти, орган местного самоуправления, учреждение (далее – исполнитель)): 
- Министерство сельского хозяйства РБ 
Ответ по существу будет направлен в Ваш адрес исполнителем. 

Заместитель заведующего отделом контроля и аналитической работы Управления Главы РБ по работе с обращениями и приему граждан Р. Латыпова 



Конгресс президенчĕ, Ĕç тăвакан комитет тата пирĕн хастарсем Константин Иванов, Яков Ухсай паллă поэтсем çуралса ÿснĕ тăрăхсем хальхи пекех илемлĕ, пĕтĕм чăвашсене илĕртекен вырăнсем пулса юласса шанаççĕ. 

ЧНК пресс-служби.

Хыпарсем