«ВУЧАХ» ЛИТЕРАТУРА КЛУБĔНЧЕ – «АСЛАТИ ЧЕЧЕКĔ» КĔНЕКЕ ХĂТЛАВĔ

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăшĕнче «Вучах» литература клубĕн пайташĕсен иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Ларăва пухăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Василий Кервенĕн (Кошкинăн) «Аслати чечекĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Вулакансемпе тĕл пулма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, поэт, прозаик Василий Гаврилович Кервен тата юрăç Сантăр Хучаш килсе çитрĕç.

Ăшă тĕлпулу Сантăр Хучаш чăваш юррисене шăрантарнипе пуçланчĕ. Унтан вулавăш ĕçченĕ, тавра пĕлÿ секцийĕн ертÿçи Ольга Николаева хăнасемпе паллаштарчĕ, вăлах ларăва ертсе пычĕ. Василий Кервен сăмах илсен литература пултарулăхĕн çулĕ çине мĕнле тăни, «Аслати чечекĕ» кĕнекери хайлавсене çырни, вĕсенчи хăш-пĕр сăнарсен прототипĕсем пирки тĕплĕ каласа пачĕ. Малаллахи калаçу кĕнекери «Йăмăкĕ», «Çухату», «Çăла пăрахнă çивĕч çĕçĕ» повеçсем тата калавсемпе тĕрленчĕксем тавра пычĕ. Литература клубĕн пайташĕсем, хайлавсенче автор паянхи пурнăçăн тĕрлĕ ыйтăвне хускатнине, вĕсенче уйрăмах кил-йыш, кăмăл-сипет, туслăхпа юрату, чыс-хисеп, шанчăк тĕп вырăн йышăннине палăртрĕç, çыравçа кăсăк хайлавсемшĕн тав турĕç, ăнăçу сунчĕç.

Василий Гаврилович тĕл пулăва пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, сăмах ÿнерĕн уйрăмлăхĕсене, илемпе çыхăннă ăсталăхпа пултарулăх вăрттăнлăхĕсене уçса ăнлантарса пачĕ, роман çырма палăртнине каларĕ. Проза хайлавĕсем шăрçаласан та Василий Кервен чунĕпе ялан поэт пулнине çирĕплетсе литература клубĕн тусĕсене тав туса тинрех çырнă илемлĕ сăвăсене вуласа пачĕ. Вулавăш ĕçченĕ Ольга Николаева çитес уйăхра чăвашсен паллă çыравçипе, куçаруçипе Ева Лисинапа тĕл пулу тата унăн «Çăкăр чĕлли» повеçĕ тăрăх калаçу пулассине пĕлтерчĕ.

Геронтий Никифоров,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи

Хыпарсем