• 1930 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче чӑваш физикӗ, вӗренӳ йӗркелевҫи, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор Марков Анатолий Семёнович çуралнă

1930 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче чӑваш физикӗ, вӗренӳ йӗркелевҫи, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор Марков Анатолий Семёнович çуралнă

 Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ 1951 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1957 ҫулта Ленинградри патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ. 1951–1954 ҫулсенче ял ачисене вӗрентнӗ, 1957–1963 ҫулсенче институтра преподаватель пулса вӑй хунӑ. 1963 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ректорӗн ĕçне шанса панӑ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра институт наука тата Чăваш Ен валли учительсене хатĕрлессипе, пурлăх никĕсне малалла аталантарассипе пысăк утăмсем тунă. Раççей шайĕнче педагогика институчĕ малтисен шутĕнче пулнă. Анатолий Семёнович 100 яхăн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса хатӗрленӗ. Унсăр пуçне А.С.Марков республикăра айăпсăр репрессиленисен ырă ятне тавăрас енĕпе пысăк ĕç тунă.

1969 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята тивӗҫнӗ. Патшалăх ăна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн медалӗпе чысланӑ. 1977 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.

Анатолий Семёнович Марков пĕртăванĕсем те республикăра паллă çынсем. Унăн аппӑшӗ - Канюкова Александра Семёновна - чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, пиччӗшӗ - Марков Борис Семёнович актёр тата режиссёр, музыка театрĕн никĕсне хываканĕ, РСФСР халăх артисчĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов тата президиум пайташĕсем Анатолий Семеновича 90 çулхи çавра çулпа чун-чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунаççĕ.

Хыпарсем