ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА ЕНТЕШЛĔХСЕН ПĔРЛЕШĔВĔ ЙĔРКЕЛЕНЧĔ

Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕ пуçарнипе 2020 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хула историйĕпе ÿнер музей комплексĕнче Чăваш Республикин районĕсенчен тухнă, халь Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешлĕхсен пайташĕсем «çавра сĕтеле» пухăнчĕç. Пухăннин тĕп тĕллевĕ Çĕнĕ Шупашкарта республикăн кашни район çыннисенчен тăракан ентешлĕхсен пĕрлешĕвне йĕркелесси пулчĕ.

Тĕл пулăва Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ О.В.Чепрасова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ю. Михайлов, Çĕнĕ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Н.П. Сергеев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А.И. Ухтияров тата вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров килсе çитрĕç.

Ларăва Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Г.П. Михайлова уçрĕ. Вăл паян пухăннин сăлтавне, кăçал халăх Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленни 75 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул тата Çĕнĕ Шупашкар хулине тунăранпа 60 çул çитнине чыслама хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Сăмах Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ О.В. Чепрасова илчĕ. Вăл хулара 50 ытла наци халăхĕ килĕштерсе пурăнни, вĕсен йышĕнче чăвашсем ытларах пулни, хулара туслăх аллейи тăвасси çинчен каласа пачĕ тата паянхи тĕл пулăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, ентешлĕх пĕрлешĕвĕпе килĕштерсе ĕçлессине пĕлтерчĕ.

Калаçăва Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А.И. Ухтияров хутшăнчĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн халь йĕркелекен ентешлĕх пĕрлешĕвĕн тĕп ĕçĕсен шутĕнче хулана районсемпе çыхăнтарасси, районсене май килнĕ таран тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси, тăван чĕлхепе культурине, халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварасси, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен ентешлĕхĕсене çыхăнтарса ĕçлеттересси, районсенче иртекен Акатуйсене хутшăнасси, район энциклопедисене çĕнетсе кăларас ĕçе анлăрах явăçасси пулмаллине палăртса каларĕ.

Тухса калаçакансенчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ю. Михайлов ентешлĕх пĕрлешĕвне пур енлĕн пулăшасса шантарчĕ, Н.Г. Добрянская Йĕпреç район ентешлĕх пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарти хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ мĕнле ĕçленипе, «Шортан» ентешлĕх пуçлăхĕ Р.С. Александрова хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ларăва пухăннисем пĕр саслăн пулса Çĕнĕ Шупашкарти ентешлĕхсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхне Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçине Г.П. Михайловăна тата унпа пĕрле ĕçлеме канаш пайташĕсене суйларĕç. Пуху вĕçленсен пурте Çĕнĕ Шупашкар хула историйĕпе ÿнер музей комплексĕн паха экспоначĕсемпе туллин паллашрĕç.

 

Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.

Хыпарсем