• Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн хастарӗсем "Ясна" этнокомплекспа паллашрӗҫ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн хастарӗсем "Ясна" этнокомплекспа паллашрӗҫ



Шупашкартан вӑтӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ этнокомплекс чӑннипех те тӑван халӑхӑн пуян йӑли-йӗркине, пурнӑҫне, кил хушшинче усӑ куракан япаласене кӑтартса, ӑнлантарса паракан лапам. 
Кунта пире комплекс хуҫисем Марина Федоровӑпа Елена Клементьева ӑшпиллӗн кӗтсе илчӗҫ.
Темиҫе кил-хуҫалӑхӗ, чӑвашсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне яр уҫҫӑн кӑтартакан вырӑнсем куҫа илӗртеҫҫӗ, тӑван ял, тӑван кил, ачалӑх ӑшӑлӑхне туйтараҫҫӗ.
Этнокомплексра эпир Ольга Архиповӑпа Юрий Кудаков ҫырнӑ, Алина Савельевӑпа Николай Кузьмин юрлакан "Ҫамрӑклӑх юрри" юрӑ тӑрӑх клип ӳкертӗмӗр.
Унсӑр пуҫне ҫитес вӑхӑтра культура комитечӗн "Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе" проекчӗпе мероприяти ирттерме калаҫса татӑлтӑмӑр.
"Ясна" этнокомплекса аталантарса пырса хамӑр халӑх эткерлӗхне упракан Маринӑпа Еленӑна чунтан тав!

Зоя Яковлева.