• Чăваш автономини облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнин официаллă логотипне (паллине) çирĕплетнĕ

Чăваш автономини облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнин официаллă логотипне (паллине) çирĕплетнĕ

 Ăна 2019 çулта Шупашкар 550 çулне тата 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулне паллă тăвассипе ĕçленĕ тата ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕсем ятарлă ларура çирĕплетнĕ. Çак логотипа (паллăна) фестивальсемпе конкурсенче, ятарлă хăюсемпе ялавсем, сувенирсем, тĕрлĕ буклетсем, листовкăсемпе афишăсем çинче усă курма юрать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ирттерекен уявсенче тата  тĕп мероприятин лапамĕсене илемлетнĕ çĕрте çак логотипа тата унăн элеменчĕсене усă курма палăртнă.  Логотипа Шупашкарти ÿнер училищин вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем шутласа кăларса пурнăçа кĕртнĕ.