ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ ĂМĂРТРĔÇ

 

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕ хулан вĕренÿ тĕрĕслевĕн центрĕпе тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕпе пĕрле пултаруллă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене тупса палăртас тата учителĕн профессине тивĕçлĕ шая çĕклеме май туса парас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче 18-мĕш лицейра Чăваш автономи  йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă «2020 çулăн чи лайăх тăван (чăваш) чĕлхе вĕрентекен» хула шайĕнчи конкурс ирттерчĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне пилĕк чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен хутшăнчĕ: Конькова Ирина Ивановна (12-мĕш шкул), Севрикова Любовь Константиновна (18-мĕш лицей), Ильина Оксана Разиновна (2-мĕш шкул), Филиппова Надежда Михайловна (4-мĕш шкул), Николаева Вероника Николаевна (13-мĕш шкул). Конкурса хутшăнакансем палăртнă темăпа ăсталăх урокĕ ирттерчĕç, «Вĕрентÿри ман çитĕнÿ» эссене хÿтĕлерĕç тата чăваш халăх тумĕн уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕç. Кашни хăйĕн ăсталăхне ик чĕлхелĕх çыхăнăвĕпе усă курса тăван (чăваш) чĕлхе вĕрентĕвĕнче тухăçлă мелсемпе усă курма, теори материалне практикăпа лайăх çыхăнтарма пултарнине кăтартма пултарчĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне пурте тăрăшса хатăрленнĕ. Вĕренекенсем «Чăваш тумĕ» номинацире хĕр упраç тумĕпе хĕрарăм капăрлăхĕн уйрăмлăхĕсене тĕрĕс каласа-кăтартса пама, асанне арчин пуянлăхĕпе пĕлсе паллаштарма пултарчĕç.

Хĕрÿ ăмăртура 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Ильина Оксана Разиновна çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. «Конкурс лауреачĕ» ята (2-мĕш вырăн) Конькова Ирина Ивановна (12-мĕш шкул) тата Севрикова Любовь Константиновна (18-мĕш лицей) илме тивĕçлĕ пулчĕç. Филиппова Надежда Михайловна (4-мĕш шкул) «Паха опыт, пултарулăх тата ăсталăх», Николаева Вероника Николаевна (13-мĕш шкул) «Вĕрентÿри ăсталăх, учитель профессине юратни» номинацисенче палăрчĕç.

Конкурс çĕнтерÿçи Ильина Оксана Разиновна Шупашкарта иртекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен республика ăмăртăвне хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Ăна эпир ăмăртура Çĕнĕ Шупашкар хула чысне хастар хÿтĕлеме, хăйĕн пултарулăхĕпе ăс-хакăлне, тавра курăмне лайăх та пуçаруллă кăтартма сывлăх, вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр.

Геронтий Никифоров,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
конкурс жюри пайташĕ.