• Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Общество палатин пайташĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Общество палатин пайташĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ

Унта ЧНК вице-президенчĕ, Общество палатин председателĕн çумĕ Анатолий Ухтияров та хутшăнчĕ.

Пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри - республикăра наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пулчĕ. Çавăн пекех Чăваш Енре ăпăр-тапăр каяшсене уйрăм пуçтарасси, эрех-сăра, пирус тата кальян туртас ятарлă вырăнсене чакарасси пики те калаçрĕç.

Олег Алексеевич Николаев Общество палатине коммерцилле мар организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, вĕсене президент грантне тăратма документсем хатĕрлессипе пулăшса пыма ыйтрĕ. Çак тĕллевпе Общество палати çумĕнче социаллă проектсен центрне туса хума сĕнчĕ

Хыпарсем