ЧИ ПУЛТАРУЛЛИСЕМ – РЕСПУБЛИКА ĂМĂРТĂВНЕ!

 Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕ хулан вĕренÿ тĕрĕслевĕн центрĕпе тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕпе пĕрле 1-4-мĕш классенче вĕренекенсен йышĕнче чи пултаруллисене тупса палăртас тата чăваш чĕлхине шкул вĕрентĕвĕнче тивĕçлĕ шая çĕклеме май туса парас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче 17-мĕш шкулта Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» хула шайĕнчи фестиваль ирттернĕ.

Фестиваль тĕллевĕ шкулсенче чăваш чĕлхипе тăван ен культурине вĕренессине лайăхлатасси, ачасен пĕлĕвне ÿстересси тата ăсталăхне аталантарасси пулнă. Уява 17-мĕш шкул директорĕ Наталья Кротова уçнă. Вăл фестивале пухăннă ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне тата чăваш чĕлхи вĕрентекенсене ăшпиллĕн саламланă, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе тата кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи ачасен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панă. Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ тĕрĕслевĕн центрĕн пай пуçлăхĕ Ирина Павлова «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль кăçал хулара 14-мĕш хут иртнине, ун пахалăхĕ çулсерен ÿссе пынине, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ачасем чĕлхе пĕлĕвне аван кăтартнине палăртнă, ăмăртăва лайăх ирттерме ăнăçу суннă. Унтан 17-мĕш шкулта вĕренекенсем куракансене юрă-ташă парнеленĕ тата К.В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх хатĕрленĕ «Сентти юрри» сыпăк кăтартнă. Хула шкулĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекенсенчен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале 140-шĕ хутшăннă. Вĕсем «Сăмах илемĕ», «Чăваш халăх вăййи», «Чăваш юрри, янра!», «Чăваш ташши», «Чăваш халăх апат-çимĕçĕ» конкурссенче тупăшнĕ. Пурте хăйĕн ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарнă.

Хула шайĕнчи фестиваль ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисемпе призерсене тата вĕсене хатĕрлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенсене пултаруллă пулнăшăн тав тăватпăр, Шупашкарта иртекен республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕнче» Çĕнĕ Шупашкар хула чысне хастар хÿтĕлеме, пултарулăхпа ăс-хакăла, пĕлÿпе тавра курăма лайăх кăтартма сывлăх, вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр.

Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, конкурс жюри пайташĕ

Хыпарсем