Çулталǎкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем палǎртрĕç



Чӑваш наци конгресӗн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем ума лартнǎ тĕллевсене пурнǎçлассипе курǎмлǎ ĕçлеççĕ. Йышра яваплǎха туйса, тǎван халǎхǎмǎрǎн пуян историпе, йǎли-йĕркине, культурине тĕпчесе халǎх патне çитерессипе ырми-канми тимлекенсем тǎрǎшни хавхалантарать. 
Раштавǎн 17-мĕшĕнче комитет хастарĕсем, çулталǎкри ĕç-пуçа пĕтĕмлетме, Чӑваш наци конгресӗн ларусем ирттермелли залĕнче пуçтарǎнтǎмǎр. 
Паллах, сӳтсе явмалли сахал мар пулчĕ. Ертӳçĕ пулнǎ май, тĕп докладпа паллаштартǎм, ыттисем çулталǎкри ĕçе тишкерчĕç. 
Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче, мартǎн 1-мĕшĕнче комитет хастарĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Чутайра чǎвашлǎх упранать» пысăк мероприяти йĕркелерĕç. Мăн Этмен шкулĕнче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелерĕç. Ачасем кашни класрах йышлă пулчĕç. Тĕрĕ тĕрлес ăсталăха арçын ачасем те хаваспах вĕренни кăмăллă пулчĕ. Елена Шурту пуканесене выляттарас енĕпе ачасене хăнăхтару урокĕ ирттерчĕ. 
Ăсталăх урокĕсем вĕçленсе ĕлкĕреймерĕç, шап-шур чăваш тумлĕ вĕренекенсем, шкул çулне çитмен ачасем, вĕрентекенсемпе ЧНК хастарĕсем пысăк вăйă карти йĕркелерĕç. Кунта чăваш ташши, юрри, вăйă-кулă хавассăн янăрарĕ. 
Чăннипех те уяв - уявлах пулчĕ. Чутайра чăвашлăх упраннине кăна мар, аталаннине те кăтартса пачĕ! 
Тĕрĕссипе каласан, ку пĕтĕм Чутай тăрăхĕшĕн анлă та пĕлтерĕшлĕ чăвашлăх уявĕ пулса тăчĕ! 
Шупашкар районĕнчи Кӳкеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музей тата Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ мухтавлӑ врач, профессор Галина Михайловна Воронцова 90 ҫулне халалласа курав йӗркелерӗ. Курава ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче музейра уҫрӗҫ. Музей ертӳçи Ирина Удалова чǎннипех те çак ĕçе пысǎк ǎсталǎхпа йĕркелеме пултарчĕ. Асǎну каçне хутшǎннисем ǎна чун-чĕререн тав тунин пĕлтерĕшĕ пысǎк. 
Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлесси те комитет пайташĕсемшĕн тĕп вырǎнта. 
Ака уйǎхĕн 29-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи «Çǎлкуç» ача пахчинче чǎваш чĕлхи кунне халалласа чаплǎ уяв иртрĕ. Ǎна «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе йĕркеленĕ. Унта пĕчĕк шǎпǎрлансемпе пĕрле аслисем те çĕр пин тĕрĕ Çĕршывĕн эрешĕсемпе тĕрленĕ тумĕсемпе савǎнчĕç, тǎван халǎхǎмǎрǎн юрри-ташшипе, вǎййи-сǎввипе киленчĕç. Çак кун, кунта чǎннипех те чǎваш тĕнчин асамлǎ вǎйĕ хуçаланчĕ. «Çǎлкуç» ача пахчинче ĕçлекенсем ачасене мĕн пĕчĕкрен чǎваш чĕлхин çепĕçлĕхĕпе пуянлǎхне ǎша хывма, несĕлĕмĕрсен ырǎ йǎли-йĕркисене упрама вĕрентессине пысǎк тимлĕх уйǎраççĕ. Ахальтен мар чи маттурисем ЧНКан Тав Сǎмахне тивĕçрĕç. 
Ачасене мĕн пĕчĕкрен тǎван ене юратма, атте-анне чĕлхине хисеплеме тата унпа калаçма хǎнǎхтарас, халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕркисемпе паллаштарас тĕллевпе пуçаруллǎ ĕçлетпĕр. Ку енĕпе «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсемпе ЧНК Хĕрлĕ Чутайри уйрǎмĕ те çаврǎнǎçуллǎ тимлет. Сǎмахран, кǎçалхипе 4-мĕш çул Хĕрлĕ Чутай салинче шкул çулне çитменнисем «Урам вǎййисем» фольклор фестивальне хутшǎнчĕç. Палǎртма кǎмǎллǎ, кǎçалхи фестивале Элĕк районĕнчи «Çǎлкуç» ача пахчинчи пысǎк ушкǎн хутшǎнни унта çĕнĕ варкǎш кĕртрĕ. 
Театр çулталăкне халалланă "Театр - ман шăпа" телекăларăм та куракансене тыткǎнларĕ. Ǎна «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет хастарĕсем йĕркелерǎç. Кǎларǎма Халǎхсен Туслǎх çуртĕнче йĕркелерĕмĕр. ЧНКан вице-президенчĕ, ĕç тǎвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров та телекǎларǎм тĕпелĕнче пулчĕ. Кǎларǎма комитет председателĕ Юлия Мареева тата пресс-служба ертӳçи Зоя Яковлева пысǎк ǎсталǎхпа ертсе пычĕç. Пирĕнпе драма театрĕн режиссерĕ Наталия Сергеева тата унта тăрăшакан артистсем, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрǎксен театрĕн ертӳçи Елена Николаева тата унти артистсем (4 пулчĕç), пукане театрĕн актерĕ Елена Шурту, Муркаш районĕнчи Кашмашри халǎх театрĕн актерĕсем ( 7 пулчĕç), Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти «Кǎмǎл» халǎх театрĕн режиссерĕ Раиса Дмимтриевна Андреева-Кудакова , ЧНКан «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн пайташĕсем пулчĕç. 
Утǎ уйǎхĕн 2-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Матьшу ялĕн 300 çулхи юбилейне хутшǎнтǎмǎр. Комитет пайташĕн Инесса Алексеевǎн тǎван ялĕнчи пуян чунлǎ маттур ял çыннисемпе чаплǎ уява хутшǎнса килентĕмĕр. Чǎваш наци конгресĕн Президенчĕ Н.Ф. Угаслов ячĕпе саламларǎмǎр. Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи ЧНКан хастарĕсем хǎйсен пултаруллǎхĕпе савǎнтарчĕç. 
Утǎ уйǎхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Атǎл аври хĕрринче Чăваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕпе Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ Театр çулталăкне тата Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çулхи çавра çулне халалланă чăвашла вулакансен тата юрлакансен республикǎри конкурсне ирттертĕмĕр. Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: 1) Чăваш çамрăк сăвăçсен чăвашла çырнă хайлавĕсем; 2) Чăваш поэчĕсен сăввисемпе çырнă чăвашла юрăсем; 3) Чăваш писателĕсен чăвашла хайлавĕсем. Çак конкурс Çеçпĕл Мишшин халалĕсем пурнăçланса пынине кăтартса пачĕ. Кунта уйрǎммǎн илсен музей ертӳçи-комитет пайташĕ Антонтонина Андреева, ЧНКан пресс-служба ертÿçи-комитет хастарĕ Зоя Яковлева тата Светлана Асаматпа Раиса Сарпи жюри пайташĕсен тӳпи пысǎккине палǎртмалла. 
Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" пуҫарӑвӗпе шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче конгресӑн хастарӗсем Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пултǎмǎр. 
Конгресӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ Анатолий Ильич Ухтияров йӗркеленипе ҫывӑхах мар ҫула ӑнӑҫлӑ кайса килме май пулчӗ. Ял çыннисемпе тĕл пулнǎ май, «Чǎваш ǎс-хакǎлĕн утравĕ» 
телекǎларǎм ӳкертĕмĕр. Тĕлĕнмелле маттур та сатур, чǎн чǎваш чунлĕ çынсем пурǎннине курса хавхалантǎмǎр. ЧНК пайташӗсем улатӑрсемпе ҫывӑх калаҫрǎмǎр, вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе кӑсӑкланнǎ май, ҫӗнӗ этнопаркпа паллашрǎмǎр. 
Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чулхулари Автозавод паркĕнче чăваш культурин кунĕ иртрĕ. 
Уяв хулари чăваш культура центрĕ йĕркеленипе, Автозавод районĕн администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе иртрĕ. 
Чăваш культури кунне хутшăнма ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕ те хастар хутшǎнчĕ. Унти ентешсемпе курнăçса: чăваш тĕррин, çи-пуç илемĕн, чăваш ташши -юррин, поэзийĕн, чăваш чĕлхин асамĕпе паллаштарнǎ май, ăсталăх урокĕсене ирттерме хутшǎнтǎмǎр. 
Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗн пайташӗ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музей директорӗ Антонина Андреева Чулхулара иртнӗ чӑваш культурин кунсенче музей экспозицийӗпе паллаштарчӗ. 
Автозавод район ертӳҫине Александр Нагина та экспозици килӗшрӗ. 
Шупашкар районĕнчи Кӳкеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музей ертӳçи, комитет пайташĕ, Ирина Удалова йĕркеленĕ экспозицие те Чулхуласем кǎмǎлларĕç. 
Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ пуçарǎвĕпе юпан 12-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче регионсен шайӗнчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс-фестивалӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Çак проекта пурнǎçа кĕртессипе ЧНКан вице-президенчĕ, ĕç тǎвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров та тӳрремĕнех хутшǎнчĕ. ЧНКан культура комитечĕн хастарĕсем те çак ĕçрен аякка юлмарĕç. 
Каласа хӑвармалла, унччен маларах Юлия Мареевӑпа Зоя Яковлева Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн ертӳҫипе Алевтина Федоровӑпа ӗҫлӗ тӗл пулу йӗркеленӗччӗ. Алевтина Николаевна хӑй енчен ял хӗрарӑмӗсен фестиваль-конкурсне ирттерме пулӑшма шантарчӗ. Чǎннипех те витĕмлĕ пулǎшу пачĕ. 
Конкурса Чӑваш Ен тата Раҫҫей регионӗсенчи ялсенче пурӑнакан пурӗ 16 чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑнчӗ. 
Самана таппипе тан утакан хĕрарǎмсем чǎннипех те мухтава тивĕç. Паян та ялти чǎваш хĕрарǎмĕн аллинче хĕрĕх ытла тĕрлĕ ĕç вылять. Çакна эпир, конкурса хутшǎнакан пултаруллǎ ял хĕрарǎмĕсем урлǎ кǎтартса пама тǎрǎшрǎмǎр. 
Тĕрĕссипе, конкурса хутшǎннǎ 16 ял хĕрарǎмĕ пиллĕк тапхǎр витĕр ǎнǎçлǎ тухрĕç. Кашниех пултаруллǎ та маттур пулнине çирĕплетрĕ. Унта 30 çултан пуçласа аслǎрах ÿсĕмри хĕрарǎмсем хутшǎнни конкурс шайне çÿлле хǎпартрĕ. Пĕтĕмĕшле, çичĕ е пилĕк-ултǎ теçетке урлǎ каçнǎ асанне-кукамайсен пуçаруллǎхĕ, ǎсталǎхĕ - эпир чǎвашсем вǎйлǎ та çирĕп халǎх пулнине çирĕплетрĕ. Уйрǎмах тав сǎмахĕсене чи малтанах Зоя Яковлева, Антонина Андреева, Раиса Сарпи, Инесса Алексеева, Ирина Удалова, Василиса Иванова, Ирина Лампасова, Нина Андреева, Наталия Васильева, Вера Архипова, Елена Шурту тата ыттисем те тивĕç. 
Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет хастарĕсем Кÿкеçри «Дубрава» кафере «Анне, çук санран хаклǎ çын тĕнчере» ятпа черетлĕ телекǎларǎм ÿкертĕмĕр. 
Чÿк уйǎхĕн 19-мĕшĕнче палǎртнǎ вǎхǎтра хǎтлǎ та çутǎ, илемлĕ кафене Чǎваш енĕн тĕрлĕ районĕсенчен чи маттур та хастар аннесем пуçтарǎнчĕç. Телекǎларǎм тĕпелĕнче Чǎваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тǎвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров, Шупашкар районĕн администраци пуçлǎхĕ Владимир Павлович Димитриев, Вǎрнар районĕнчи «Победа» ял хуçалǎх пĕрлешĕвĕн ертӳçи Алевтина Петровна Семенова, Муркаш районĕнчи тĕлĕнмелле хастар та ӳркенмен хĕрарǎм-трактористка Калинина Раиса Ивановна, Çĕрпӳ районĕнчи Римма Белова 3 ача амǎшĕ, ылтǎн алǎллǎ хĕрарǎм тата Славаш ялĕнче пурǎнакан Светлана Николаевна Александрова Анжела хĕрĕпе;( 4 ача амǎшĕ), Хĕрлĕ Чутай районĕнчи вулавǎшра тимлекен Елена Чубайкина (3 ача амǎшĕ), Çĕмĕрле районĕнчи Магарин ял тǎрǎхĕн пуçлǎхĕпе Людмила Егоровǎпа, ĕç ветеранĕ, сǎвǎç-юрǎç Елена Николаева тата Саланчǎкри халǎх хорĕ; Семенова Алевтина Мефодьевна – Шупашкар районĕнчи Абашран, Республикǎри çамрǎксен театрĕн актерĕ, 5 ача амǎшĕ мǎшǎрĕпе тата ачисемпе «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем, Шупашкар районĕн «Сурпан» ташǎ ушкǎнĕ, ертÿçи Надежда Васильева. 
Комитет пайташĕсен хастарлǎхĕ умри тĕллевсене пурнǎçласа малалла ǎнтǎлма хавхалантарать. 
ЧНКан Президентне Н.Ф. Угаслова тата Президиум пайташĕсене пĕлтерĕшлĕ кǎткǎс ыйтусене татса пама пулǎшса пынǎшǎн тав тǎватǎп. Малашне те пĕр пĕрне ǎнланса ĕçлесе пырар. 
Çитес çулхи тĕллевсене палǎртнǎ май, Аслǎ Çĕнтерӳ 75 çул, Чǎваш Автономийĕ 100 çул тултарнине тивĕçлĕ шайра кĕтсе илессипе çĕнĕ проектсем палǎртрǎмǎр. Сǎмахран, çитес çул шкул ачисем хушшинче республикан шайĕнче вǎрçǎ темипе çырнǎ сǎвǎсен « Çав кунсен çухалмĕ чапĕ» фестивалĕ, шкул çулне çитменнисемпе пуçламǎш классенче вĕренекенсем хушшинче «Урам вǎййисем» фольклор фестивалĕ ирттерме палǎртнисем. Раççей шайĕнчи «Женщина, тебе поклон я приношу» («Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма!») конкурса 2 тапхǎрпа ирттерме палǎртрǎмǎр, чи малтанах республикǎра 3 зонǎра, çавǎн пекех чǎвашсем йышлǎ пурǎнакан регионсенче; унтан юпа уйǎхĕнче пĕтĕмлетӳ конкурсĕ - Шупашкарта. 
Палǎртма кǎмǎллǎ, 2020 çулта «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитетпа «Чǎваш хĕрарǎмĕ» хаçат пĕрле ĕçлеме тĕллев лартрǎмǎр. Çĕнĕ проекта хута яма йышǎнтǎмǎр - «Вутра çунман, шывра путман чǎваш хĕрарǎмĕ». Кунта калаçу чи вǎйлǎ та маттур чǎваш хĕрарǎмĕ çинчен хайлав çырмалла( сǎвǎ е калав, очерк…). Вĕсене хаçат страницисенче пичетлесе пынǎ май, вулакансемпе пĕрле хакласси. 
Çулталǎк вĕçленсе пынǎ май, чǎваш наци конгресĕн мĕн пур хастарĕсене тав туса çитес çул та пĕрле тǎван халǎхǎмǎршǎн ĕçлеме чĕнсе калатǎп. Малашлǎха тинкерсе, пуласлǎха шанса çирĕп вǎй-хǎватпа утар. 

Юлия Мареева, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ.
 

Хыпарсем