Çулталăк юрри

Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ "Ҫулталӑкри юрӑ" концертра пулчӗ. Вӑл союз ертӳҫине Алина Никифоровна Федорована чӑваш халӑхӗ умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн конгресс президенчӗн хушӑвӗпе Хисеп хучӗпе чысларӗ. Чӑваш артисчӗсен союзӗн коллективӗ вара Тав Хутне тивӗҫрӗ.
Ҫавӑн пекех пултаруллӑ юрӑҫа, пӗрлӗх ертӳҫине "Тус" строительсен фирмин тӗп бухгалтерӗ Елена Никандровна Васильева тата фирмӑра тӑрӑшакансем саламларӗҫ.
 

Хыпарсем