Инҫетри Бурят Республикинче чӑваш культурин кунӗсем иртеҫҫӗ

 

Ентешсем 1951-1954 ҫулсенче Совет Союзӗн ятарлӑ программипе Чӑваш Енрен тата Тутарстанран Бурятине пурӑнма куҫнӑ та унта яланлӑхах юлнӑ.
Халӗ кунта ҫырав тӑрӑх 774 ентеш пурӑнать.
Байкал кӳлли хӗррипе вырнаҫнӑ Бурятинче чӑваш пӗрлешӗвӗ туса хуни ҫулталӑк ытларах кӑна-ха. Анчах та хастар ентешсем Надежда Колесникова ертсе пынипе нумаях пулмасть "Бурят чӑвашӗсем" ятлӑ проектпа Раҫҫей президенчӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Ку грант пулӑшнипе унти чӑвашсем чӑваш культурин кунӗсем ирттерме Чӑваш Енрен хӑнасем чӗнсе илнӗ. Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ", культура комитечӗн хастарӗсем Ирина Удалова, Лидия Филиппова, Роза Степанова тата Дмитрий Мадуров историк Улан-Удэ хулине Мускав урлӑ самолетпах вӗҫрӗҫ.

Раштавӑн 4 -мӗшӗнче Бурят Республикин наци вулавӑшӗнче "Чӑваш культурин хӑйне евӗрлӗхӗ" ятлӑ курав уҫӑлнӑ. 
А.К. Салмин ӑсчах сӑнӳкерчӗкӗсенчен йӗркеленӗ курава ку республика ертӳлӗхӗ, ҫыравҫӑсем, унти чӑвашсем, пирӗн культурӑпа кӑсӑкланакансем пуҫтарӑннӑ.
Ҫав кунах пирӗн делегаципе бурят ҫыравҫисем ҫавра сӗтел йӗркеленӗ, малашне пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.
Роза Степанова чӑваш тӗррине вӗренес текенсемпе ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ, Дмитрий Мадуров кунти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсемпе тӗнче цивилизацинчи чӑвашсен вырӑнӗ пирки лекци вуланӑ.
Кӳкеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музей директорӗ Ирина Удалова Бурят патшалӑх университечӗн хӗвел тухӑҫ институчӗн студенчӗсемпе Никита Бичурин синолог ҫинчен лекци ирттернӗ. 
Ҫавӑн пекех Чӑваш енрен килнӗ хӑнасем Належда Колесникова ҫырнӑ "Переселение чувашей в Бурятию 1951-1954 гг. " кӗнеке хаклавне хутшӑннӑ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче ЧНК пайташсем чӑвашсем нумайрах пурӑнакан Бурят Республикинчи Хорински районти вулавӑшра тӗл пулу ирттернӗ. Мероприятие Улан-Удэпе Бурят епархийӗн митрополичӗ, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Савватий атте пилленӗ.
Тӗл пулу питӗ ӑшпиллӗ те хумхануллӑ иртнӗ. Кунта ҫуралса ӳснӗ чӑвашсем тӑван вырӑнсенчен килнӗ хӑнасене куҫӳль витӗр итленӗ, аса илӳсемпе чунӗсене хумхатнӑ.
"Инҫе ҫултан, сиввӗрен шикленмесӗр пирӗн пата килнӗшӗн чунтан тав тӑватпӑр. Чӑваш Ен пире манманшӑн савӑнатпӑр", - текен ырӑ та хумхануллӑ сӑмахсене унта пур ҫӗрте те илтме тӳр килет пирӗн делегацин.
Бурятинче чӑваш культурин кунӗсем раштавӑн 10-мӗшӗччен пыраҫҫӗ.

ЧНК пресс-служби.
(Ирина Удалова сӑнӳкерчӗкӗсем)

Хыпарсем