Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса Чăваш автономийĕн 100 çулне халаллатпăр

Кăçалхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕршыври чăвашла юрлакан пултаруллă юрăçсем Шупашкара пухăнчĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх самрăксен театрĕн сцени çинче регионсен хушшинче йăлана кĕнĕ «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс иртрĕ.

«Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс кăçалхипе 21-мĕш хут иртет. Ăна Чăваш наци конгресĕ тата республикăн культура министерстви йĕркелеççĕ.

Çулсерен фестиваль сумĕ те, географийĕ те анлăланса пырать. Йĕркелÿçĕсем хутшăнакансен кăмăлне шута илсе кашнинчех тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртеççĕ.

Чи пултаруллисен ятне сумлă тÿресем палăртĕç. Конкурса хутшăннисенчен нумайăшĕ малашне чаплă юрăçа тухмасан та, «Кĕмĕл сасă» тĕрлĕ регионти çамрăк ентешсене пĕрле пулма, чăвашлăха туйса илме май парать.

ЧНК Ĕçтăвкомĕ.

Хыпарсем