Общество организацийĕсем Шупашкарта Хаяр Йăвана асăнса лартнă палăка сивлеççĕ


Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕ раштавăн 27-мĕшĕнче республикăри Общество палатин ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. 
Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ильич Ухтияров ку обществăлла организаци председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшать. Çавна май конгреспа Общество палатин пĕрлехи ĕçĕсем нумай. 
Çĕнĕ çула кĕтсе илес умĕнАнатолий Ухтияров, Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Евгений Бондырев, обществăлла çыхăну енĕпе тăрăшаканĕ Ирина Иванова тата Екатерина Федорова юрисконсульт çитес çул Чăваш наци конгресĕпе пĕрлехи ĕçсене планласси пирки калаçрĕç. 
Анатолий Ильич сĕннипе конгресс планне кĕртнĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине уявлас тата чăваш ÿнерçисен куравне уçас мероприятисене пĕрле ирттерме калаçса татăлчĕç. 
Çавăн пекех Общество палатин служба этикин йĕркине (положени) çирĕплетесси пирки те сÿтсе яврĕç. 
Çитес вăхăтра Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикинчи Общество палати пĕрле ĕçлесси пирки Килĕшÿ алă пусасси пирки калаçса татăлчĕç. 
Тĕл пулура халăх тата общество пĕрлĕхĕсем Хаяр Йăван патшана асăнса лартакан палăка хирĕç пулнине пăхмасăр ăна хулара вырнаçтарнине сивлесе калаçрĕç. Ку халăха пăтраштарса хирĕçÿ кăларма пултарасса пĕлтерчĕç. 
Чăваш наци конгресне çак ыйтупа шăнкăравсем тата килсе çÿрекенсем нумайланчĕç. Паян, раштавăн 27-мĕшĕнче, сăмахран, Николай Коклейкин адвокат конгреса кĕрсе тухрĕ. Хула ертÿлĕхĕ халăха тата общество организацисене итлемесĕр çапла хăтланни аван мар япала пулнипе пĕлтерчĕ. 

ЧНК пресс-служби.

 
#ЧНК
#ОбщественнаяпалатаЧР
#Чебоксары

Хыпарсем