Пенза тăрăхĕнче чăваш кино эрни иртĕ



Пенза хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Денис Щербаков ЧНК вице - президентне Анатолий Ухтиярова Пенза облаçĕн культурăпа туризм министрĕн Т.В.Курдован Тав хучĕпе чысларĕ. Ку чыса Анатолий Ильич чăваш культурипе йăли-йĕркине аталантарас тата халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕлĕшĕпе хастар ĕçленĕшĕн тивĕçрĕ. 
Денис Щербаков каланă тăрăх, Пенза тăрăхĕнче нарăс уйăхĕн вĕçĕнче чăваш кино эрни те иртмелле. Ăна Чăвашкино патшалăх студийĕпе Пенза тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ. Часах унти ентешсем юлашки вăхăтра çак студи саккасĕпе ÿкернĕ фильмсемпе паллашĕç