Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш ларăвĕ иртмелле

 

Конгресс Уставĕпе килĕшÿллĕн Мăн Канаш кашни çул пĕрре пухăнать.

2017-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче иртнĕ Х Аслă Пухура Мăн Канаша Чăваш Енре,  çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче тата ют çĕршывра пурăнакан çĕр ытла хастар йăхташа суйланă.

Кăçал Чăваш Республикин 100 çулне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявланă май, Мăн Канаш ларăвĕн пĕлтерĕшĕ тата та ÿсет.

 

Ларура Чăваш наци конгресĕ 2019 çулта туса ирттернĕ ĕçсем тата Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ çулталăкра патшалăхăн наци политикин тĕллевĕсене пурнăçласси çинчен сÿтсе явĕç.

2020 çулхи Раççей Çыравĕн тĕллевĕсем тата общество организацийĕсен çак тĕлĕшĕпе халăхра ăнлантару ĕçĕсем ирттересси пирки калаçĕç.

Паллах, чăвашсен чи аслă уяне – Акатуя хатĕрленсе ирттерес ыйтăва та çĕклĕç.

Астăвăмпа мухтав Çулĕнче Чăваш наци конгресĕ мĕнлерех ĕçсем палăртнине, тата вĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерессине те пăхса тухĕç.

Раççей регионĕсенче тата ют çĕршывсенче пурăнакан Мăн Канаш пайташĕсене пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкара килме йыхрав яратпăр.

 

ЧНК пресс-служби.