• Раштавăн 17-мĕшĕнче Анатолий Ухтияров вице-президент Чăваш наци конгресĕн Самар тăрăхĕнчи элчипе Николай Сидоров генералпа тĕл пулчĕ.

Раштавăн 17-мĕшĕнче Анатолий Ухтияров вице-президент Чăваш наци конгресĕн Самар тăрăхĕнчи элчипе Николай Сидоров генералпа тĕл пулчĕ.

Николай Алексеевич Сидоров Чăваш Ене Геннадий Викторов çырнă "Генеральский путь" кĕнекене пахаланă çĕре килнĕ.  Кĕнеке хаклавĕ хыççăн ЧНК Ĕç тăвакан комитечĕнче тĕл пулу иртрĕ. Ăшпиллĕ калаçура Анатолий Ильич Ухтияров генерала кĕнеке тухнипе саламларĕ, вăл Самар тăрăхĕнчи ЧНК элчи пулнине ĕнентерекен удостоворени пачĕ.

ЧНК пресс-служби.

Хыпарсем