• Регионсен шайĕнчи "Кĕмел сасă-2020" фестиваль-конкурс йĕркелÿ комитечĕ пĕрремĕш лару ирттерчĕ

Регионсен шайĕнчи "Кĕмел сасă-2020" фестиваль-конкурс йĕркелÿ комитечĕ пĕрремĕш лару ирттерчĕ

Чăваш автономийĕн 100 çулне уявланă май, кăçал ку фестиваль Чăваш наци конгресĕшĕн тата та пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ăна йĕркелекенсем яваплăха лайăх туйса, уява тĕплĕ хатĕрленесшĕн. Йыхрав хучĕсемпе конкурс йĕркине регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсене, Чăваш Енри районсен администрацийĕсене ярса панă. Майĕпен хутшăнас кăмăллисенчен заявленисем киле пуçларĕç. Йĕркелÿ комитечĕ ларура "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн кăçалхи программине сÿтсе яврĕ, яваплă çынсене çирĕплетрĕ, хутшăнакансене ăçта вырнаçтарасси, апатлантарасси тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕ.

 

Хыпарсем