Самана таппипе тан утаççĕ, малашлǎха çирĕп никĕс хываççĕ

ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем самана таппипе тан утаççĕ, утǎм хыççǎн утǎм туса палǎртнǎ тĕллевсене пурнǎçлаççĕ. Йышра яваплǎха туйса, тǎван халǎхǎмǎрǎн пуян историйĕпе йǎли-йĕркине, культурине тĕпчесе халǎх патне çитерессипе ырми-канми тимлекен хастарсем пурри кулленхи ĕçре хавхалантарса пырать, вǎй-хǎват парать. Эпир пĕр-пĕрне ǎнланса пулǎшса пыратпǎр, пĕр ĕмĕт тĕллевпе пурǎнатпǎр.

Нарǎс уйǎхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти «Телей» кафере «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитетǎн черетлĕ ларǎвĕ иртрĕ. Тĕпрен илсен, эпир унта кǎçалхи çул ирттерме палǎртнǎ пысǎк пĕлтерĕшлĕ конкурс-фестивальсем тавра калаçрǎмǎр. Ку паллах ǎнсǎртран мар. Кǎçал эпир Тăван çĕршывăн Аслă  вǎрçи чаплǎ Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине анлǎн уявлатпǎр тата Чǎваш автономине туса хунǎранпа 100 çул çитнине паллǎ тǎватпǎр. Çак уявсен пĕлтерĕшĕ пирки калама кирлех-ши? Çапах та хаяр вǎрçǎ суранĕсем Тǎван Çĕршыври кашни çын, кашни çемье пурнǎçĕнче тарǎн йĕр хǎварнǎ.  Чǎваш автономине туса хунǎранпа та пĕр ĕмĕр çитет. Шǎпах «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçал ЧНК регионсен хушшинче «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс-фестиваль, "Вутра та çунман, шывра та путман чǎваш хĕрарǎмĕ» литература конкурсĕ, республика шайĕнче, шкул çулне çитменнисемпе шкул ачисем хушшинче ирттерме палǎртнǎ «Çав çулсен çухалмĕ чапĕ…» конкурса хутшǎнма йыхравлатпǎр, ача пахчине çÿрекенсемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсене республика шайĕнче иртекен «Урам вǎййисем» фольклор фестивальне хутшǎнма чĕнетпĕр. Сǎмах май, Республика Кунне кǎçал Хĕрлĕ Чутай районĕнче те ирттернĕрен-«Урам вǎййисем» фестивале çавǎнта ирттерме йышǎнтǎмǎр. Иртнĕ çул, комитет пайташǎвĕсен пуçарǎвĕпе Чǎваш наци конгресĕ регионсен хушшинче пĕрремĕш хут «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма!» конкурс йĕркелесе ирттернĕччĕ. Палǎртма кǎмǎллǎ, вǎл çÿллĕ шайра иртни никама та иккелентермерĕ. Конкурса ялсенчи пултаруллǎ та ĕçчен чǎваш хĕрарǎмĕсем вунулттǎн хутшǎннǎччĕ. Вĕсем тупǎшура пиллĕк тапхǎр витĕр ǎнǎçлǎ тухнǎччĕ. Унта 30 çултан пуçласа аслǎрах ÿсĕмри хĕрарǎмсем хутшǎнни конкурс шайне çÿлле хǎпартрĕ. Пĕтĕмĕшле, çичĕ е пилĕк-ултǎ теçетке урлǎ каçнǎ асанне-кукамайсен пуçаруллǎхĕ, ǎсталǎхĕ - эпир чǎвашсем вǎйлǎ та çирĕп халǎх пулнине çирĕплетрĕ. Кǎçал конкурса икĕ тапхǎрпа ирттерме йышǎнни те ǎнсǎртран мар. Чи малтанах, Чǎваш енри районсене виçĕ зонǎна пайларǎмǎр. Сǎмахран, пуш уйǎхĕн 7-мĕшĕнче Трак енче çичĕ районти пултаруллǎ та маттур ял хĕрарǎмĕсем «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурса хутшǎнаççĕ, пуш уйǎхĕн 26 –мĕшĕнче Каçал тǎрǎхне те кÿршĕллĕ районсенчи çаврǎнǎçуллǎ та хастар хĕрарǎмсем, Сĕнтĕрвǎррине - ака уйǎхĕн 4-мĕшĕнче тупǎшǎва хутшǎнма çитеççĕ. Республика тулашĕнче пурǎнакансене те вырǎнсенче конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне ирттерме сĕнтĕмĕр. Аслǎ Çĕнтерÿ 75 çул тултарнǎ май, конкурса хутшǎнакансен хǎйсен пултаруллǎхне çак темǎпа çыхǎнтармалла. Тупăшу  пĕтĕмлетÿ тапхǎрне юпа уйǎхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта, Çеçпĕл Мишши ячĕлле Чǎваш патшалǎх çамрǎксен театрĕнче ирттерме палǎртрǎмǎр. «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет ларǎвне хутшǎнакансем çак конкурса кǎçал та тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттермеллине палǎртрĕç, вǎл е ку ĕçшĕн яваплисене çирĕплетрĕç. Хаяр вǎрçǎ çулĕсенче хĕрарǎмсем те арçынсенчен юлмасǎр фронта хǎйсен ирĕкĕпе тухса кайнǎ, тылра та кунне-çĕрне пĕлмесĕр ватǎ-вĕтĕпе пĕрле аки-сухине тунǎ, тырǎ вырнǎ, окоп чавнǎ, торф кǎларнǎ, вǎрман каснǎ, тракторпа ĕçленĕ, заводсенче станоксем умĕнче те вǎй хунǎ, ачи-пǎчине пǎхма май тупнǎ… Вĕсен паттǎрлǎхне ǎçтан манǎçа кǎларǎн? Шǎпах тылпа фронт пĕрле тăрăшса пирĕн çĕршывǎмǎр нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнǎ та. Хĕрарăм тата вăрçă…Çак сăмаха ниепле те пĕр йĕркене лартса танлаштарма çук. Хĕрарăм çĕнĕ чуна пурнăç парса, тĕрлĕ йывăрлăхран, тумхахран хăтарса, чир-чĕртен сыватса çепĕç кăмăлне пиллесе ÿстерет. Вăрçă вара çак çамрăк чуна асаплантарать, нушалантарать, ешерекен хунава ним хĕрхенмесĕр, ним именмесĕр касса пăрахнă евĕр, вăхăтсăр пурнăçне татать. Ахальтен мар, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем регионсен шайĕнче литература конкурсне "Вутра та çунман, шывра та путман чǎваш хĕрарǎмĕ" ятпа ирттерме йышǎнчĕç. Конкурса хутшǎнас текенсен, чǎваш хĕрарǎмĕн паттǎрлǎхĕ çинчен çырнǎ сǎвǎ-калавсене, тĕрленчĕксене республикǎра тухса тǎракан «Чǎваш хĕрарǎмĕ» хаçата ярса памалла. (Конкурс йĕркипе «Одноклассники» социаллǎ сетьре паллашма пулать).

Комитет пайташĕ Светлана Асамат пуçарǎвĕпе Чǎваш наци радио хумĕсем çинче «Хĕрарǎм тата вǎрçǎ» кǎларǎм тухма тытǎнчĕ. Унта калаçу ывǎл-хĕрне вǎрçа ǎсатнǎ салтак амǎшĕсем çинчен тата нимĕçсене хирĕç çапǎçнǎ чǎваш хĕрĕсем çинчен пырать. "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕн ларăвĕнче кǎçал ирттерме палǎртнǎ ытти конкурс-фестивальсем тавра та тĕплĕн калаçрǎмǎр. Эпир самана таппипе тан утма тǎрǎрǎшатпǎр, мǎн асатте-асаннесен ырǎ вĕрентĕвне ǎша хыватпǎр.

Юлия Мареева, ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕн ертӳçи.

Хыпарсем