СЕМИНАР ПĔЛŸЛĔХПЕ ĂСТАЛĂХА ŸСТЕРЧĔ

 

Паянхи лару-тăру вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелеме ыйтать. Вăхăт ыйтнине кура хальхи вăхăтра пирĕн республикăра чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ.
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕн Патăрьел вăтам шкулĕнче «Чăваш тĕнчи чĕлхере упранать» ятпа семинар иртнĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, Çĕрпÿ районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ тата конгресăн Çĕрпÿ районĕнчи уйрăмĕ йĕркеленĕ. Семинара Çĕрпÿ районĕн тата Çĕнĕ Шупашкар хулин шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пухăннă. Хăнасене шкул ачисем çăкăр-тăварпа тата Патăрьел ялĕн фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ.
Вĕрентÿçĕсен пĕлĕвне ÿстеремелли семинара Патăрьел вăтам шкул директорĕ Лидия Петровна Данилова уçнă. Вăл патшалăх укçа-тенкĕ панипе пĕлтĕр шкула юсама, хăтлама май килтерни çинчен каласа панă, ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, шкулта чăваш ачисемпе пĕрле вырăс, украинец тата таджик ачисем туслă вĕреннине палăртса хăварнă. Лидия Петровна ĕçлĕ калаçăва лайăх йĕркелесе ирттерме ырă суннă.
Хăнасем шкулпа паллашнă. Классем çутă, таса. Вĕсенче уроксене техника хатĕрĕсемпе вĕрентме компьютерсем вырнаçтарнă. Шкул çуртĕнчех ача сачĕ ĕçлет. Унта та çитсе курнă хăнасем. Çĕнĕлле хăтланă шкулта вĕрентĕве лайăх йĕркелеме майсем пуррине палăртнă ĕçтешсем.
Шкул коридорĕнче «Аваллăха упраса, малашлăша ĕненсе» курав йĕркеленĕ. Кунта пир тĕртекенсем пир вырăнĕнче (станĕнче) ĕçлесе капăр пиçиххисем, чăваш тĕрриллĕ шарфсем тĕртсе кăтартса хăйсен ăсталăхĕпе вĕрентекенсене тĕлĕнтернĕ. Унтан хăнасене шкул ачисемпе учительсем «Чăваш пуян, патвар, мăнаç, хастар» ятпа концерт кăтартнă.
Кĕске тăхтав хыççăн «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта тăван чĕлхен паянхи вĕренĕвĕпе аталанăвĕн тĕрлĕ çул-йĕрĕ, пуласлăхĕпе малашлăхĕ пирки, чăваш чĕлхин сумлăхĕпе пĕлтерĕшне ÿстересси, кулленхи хутшăнура, шкул уявĕсенче унпа анлăрах усă курасси çинчен калаçу пынă. Тухса калаçакансем Татьяна Петрова, Алевтина Такина, Любовь Севрикова, Инна Никифорова, Лариса Афанасьева, Ирина Федорова, Тамара Григорьева, Венера Иванова, Нина Андреева хăйсен ĕç опычĕпе, çĕнĕ меслетсемпе паллаштарнă. Уроксенче çĕнĕ технологи мелĕсемпе анлă усă курни ачасене чăваш чĕлхине ăша хывма лайăхрах май панине палăртса хăварнă, хальхи тапхăрта йывăрлăхсенчен мĕнле тухмалли пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ, çавăнпа пĕрлех усăллă та кирлĕ сĕнÿсем панă вĕсем.
Канашлăва Çĕрпÿ районĕнчи Шурçырма ялĕнче çуралнă Николай Ишентей çыравçă та хутшăннă. Вăл хăйĕн литература пултарулăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, юлашки çулсенче тухнă кĕнекесене Çĕнĕ Шупашкарăн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ертÿçине Алевтина Такинана парнеленĕ.
Семинара пухăннисем пĕтĕмлетсе, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен парламĕнче чăваш чĕлхине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕлĕшĕпе патшалăх программи пулмаллах тесе йышăннине ырланă. Чăваш чĕлхипе культурине упрассинче тата аталантарассинче хастар пулнăшăн, вĕрентÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн Кукшакасси тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне Тамара Григорьевăна конгерсăн Хисеп хучĕпе чысланă. Сĕнÿсен йышĕнче ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкарта чĕлхе фестивальне ирттересси, Çĕрпÿ районĕнче килес çултан пуçласа «Ишентей вулавĕсем» литература уявĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Ю.А. Гагарин ячĕллĕ тĕп вулавăшра «Вучах» литература клубĕнче çу уйăхĕнче Николай Ишентейпе тĕл пулу йĕркелесси пулнă.
Семинар пуриншĕн те усăллă иртнĕ. Вĕрентÿри тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе явни, кирлĕ сĕнÿсем пани, вĕсене пурнăçа кĕртме çул-йĕр палăртни, пĕр-пĕрин ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашни пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстерме май панă.

Геронтий Никифоров,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи

Хыпарсем