Талантлă çынсем – пур енĕпе те талантлă

 Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче художник пулмах çуралнă Юрий Петров-Сантус çинчен те çавнах каламалла. Вăл ÿнерçĕсĕр пуçне вĕрентекен, тавра пĕлÿçĕ, поэт тата патриот! Ÿнерçĕ ялсенчи çуртсене чăвашла эрешлесе капăрлатас енĕпе чи ăста специалист тесе калама пулать. Юлашки вăхăтра унăн сăвăлла тата прозăлла çырас туртăмĕ те аталанса пырать. Нумаях пулмасть «Эп çырмасан чăннине кам калатăр урăх» ятлă кĕнеке çут тĕнчене тухрĕ. Унта автор тăван тавралăх, тус-тăван çинче, уйрăмах амăшĕ, Галина Николаевна Петрова каласа панинчен çырса илнĕ хайлавсем кĕнĕ. Кĕнекере çурт-таврашне эрешлес ăсталăх çинчен те çырнисем пур. Кăларăма сăнÿкерчĕксем те пуянлатнă. Художникăн, тавра пĕлÿçĕн çĕнĕ кĕнекине Вăрмар районĕнчи тĕп библиотекăра хакланă. Уява республикăри паллă çынсем: Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ганна Андреева, район ертÿçисем тата ытти хисеплĕ çынсем пухăннă.

ЧНК пресс-служби.

Хыпарсем