"Телей" ушкӑн ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Шупашкарти культурӑпа ӳнер институчӗн концерт залӗнче Кӳкеҫри "Телей" халӑх фольклор ансамблӗ хӑйӗн 15 ҫулне паллӑ турӗ.

Пултарулӑх ушкӑнне саламлама Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗн пайташӗсем, Тутарстанри Пӑва районӗнчи "Уяв" ансамбль, Муркаш, Шупашкар районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитрӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ, "Телей" фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи Наталья Арсентьева конгресра тӑрӑшакан тусӗсенчен, ЧНК вице-президентӗнчен Анатолий Ухтияровран салам сӑмахӗсемпе пӗрле Хисеп Хутне те тивӗҫрӗ.

Хыпарсем