ЭПИР ВĂРÇĂ ÇИНЧЕН СĂВĂСЕМПЕ КАЛАСА ПАРАТПĂР

Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çул хĕлле çарпа патриотлăх уйăхлăхне ирттереççĕ. Кăçал та кунта ачасене патриотизм майлă ÿстерме тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 3В класра Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă «Эпир вăрçă çинчен сăвăсемпе калатпăр» сăвă конкурсĕ иртнĕ. Сăвă калакансен ăмăртăвĕн хăни Совет Çарĕнче пулнă, Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче пуçламăш çар вĕрентĕвĕн преподавателĕнче 10 çул ытла ĕçленĕ, кайран чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, халь Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçинче вăй хуракан сапасри аслă лейтенант Г.Л. Никифоров пулнă. Вăл конкурсра жюри председателĕнче ĕçленĕ. Унпа пĕрле жюрире директор çумĕ В.М. Кириллова пулнă. Вĕсем сăвва пултаруллă та ăста калакансене 1,2,3 степенлĕ дипломсем парса чысланă. Конкурс лайăх иртнĕ. Вăрçă темипе çырнă поэтсен сăввисене ачасем палăртуллă та уçăмлă, туйăмпа калани пурне те килĕшнĕ. Директор çумĕ В.М. Кириллова ачасене эсир пурте çĕнтерÿçĕ тенĕ, мухтанă. «Хăрушă та хаяр вăрçă ячĕ сăвăсемпе ÿкерчĕксенче анчах пулччăр, эпир тăнăç пурнăçшăн, вăрçă-харçă урăх ан пултăр!», – тенĕ вăл. Г.Л. Никифоров пĕтĕмлетÿре ачасене тав тунă, çывхарса килекен Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекен кунĕ ячĕпе саламланă, патриотизм туйăмне аталантарма вăрçă темипе çырнă сăвăсем те пулăшнине палăртса хăварнă.
 
Надежда Кузнецова, Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕн пуçламăш класс вĕрентекенĕ