Регионсем хушшинчи обществăлла организаци

Чăваш наци конгресĕ

Чувашский национальный конгресс

Чăваш тĕнчи

2016, раштав (декабрь), 3(77) №

Сăнсем

Видеосем

"Атте-анне чĕлхи ытамĕнче" телекăларăм.

Шырав

Çыхăну

Адрес: 428032 г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 10

Телефон: (8352) 62-35-61

Факс: (8352) 62-82-05

Эл. адрес: congress21@mail.ru

Регионсем хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» обществăлла организацие 1992 çулхи юпан (октябрӗн) 8-9-мĕшĕнче иртнĕ учредительсен пухăвĕ йĕркеленĕ. Президент пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Культура, вӗренӳ тата нацисен хушшинчи ҫыхӑнусен комитечӗн председательне Атнер Петрович Хузангая суйланӑ.

1992-1993 çулсенче Чăваш наци конгресĕ «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккуна, Чăваш Республикин 1993-2000 çулсенче тата каярах пурнăçламалли Патшалăх программине хатĕрлес, ӑна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче йышăнас ĕçе хутшăннă.

1992 çулта Чăваш наци конгресĕ Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейине (АТН) кĕнĕ, 1993 çулта - Тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацине (ОННН), 1994 çулта - Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи халăхсен ассамблейине (АНПУ), 1995 çулта - Раççей халăхĕсен ассамблейине (АНР).

1994-2000 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Конституцине хатĕрлес ĕçе хутшăннă.

1994-1995 ҫулсенче Чăваш патшалӑх кунне (каярахпа – Республика кунӗ) туса хурас ӗҫе хутшăннă. Ҫак куна çĕртмен (июнӗн) 24-мĕшĕнче палӑртма йышӑннӑ. Атăлçи Пӑлхар патшалӑхӗн 1100 ҫулне халалласа Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен паркра «Асран кайми» юпа лартнӑ.

1995 çулта çĕртмен (июнӗн) 21-22-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕн иккĕмĕш Аслă Пухăвĕ (II съезчӗ) (иртнĕ.

1992-2002 ҫулсенче Чăваш наци конгресĕ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Голландире, Эстонире, Турцире, Кӑркӑсстанра (Кыргызстан), Казахстанра, Крымра, Азербайджанра, Кипрта тата ытти ҫӗрте наци ыйтӑвӗсемпе ирттернӗ съездсемпе конференцисене хутшӑннӑ.

1996 ҫултан пуҫласа Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗн ларӑвӗсене республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем патӗнче те (Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче, Чӗмпӗр, Самар тӑрӑхӗсенче) ирттерме пуҫланӑ.

1997-2002 ҫулсенче Мускав хулинче, Чӗмпӗр, Самар, Саратов облаҫӗсенче, Тутарстан Республикинче, Красноярск крайӗнче Чӑваш наци культура автономийӗсене туса хунӑ.

1997 ҫулта Чăваш наци конгресĕн пӗрремӗш президентне А.П. Хузангая Тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацийӗн (ОННН, Эстони) вице-председателӗ пулма суйланӑ.

1997 ҫулхи юпан (октябрӗн) 24-25-мӗшӗсенче Чăваш наци конгресĕн виҫҫĕмĕш Аслă Пухăвĕ (III съезчӗ) иртнӗ. Геннадий Николаевич Архипова Конгресс президентне суйланӑ.

1998 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕ Берлинра (Германи) Чăваш культурин кунӗсене ирттернӗ.

1999-2002 ҫулсенче Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикин Культура министерстви Шупашкарта чӑваш эстрада юррин фестивалӗсене йӗркеленӗ. Каярахпа ун вырӑнне Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗ ирттерме пуҫланӑ.

2000 ҫулхи ҫӗртмен (июлӗн) 21-22-мӗшӗсенче Чăваш наци конгресĕн тӑваттӑмӗш Аслă Пухăвĕ (IV съезчӗ) пулнӑ.

2001 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн ӗҫ тӑвакан органӗсем Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 10-мӗш ҫурта куҫнӑ.

2002 ҫулта Чăваш наци конгресĕ Красноярск, Пермь, Тюмень облаҫӗсенче тата ытти регионта чăваш пӗрлӗхӗсен конференцийӗсене ирттернӗ ҫӗре хутшӑннӑ.

2002 ҫулхи авӑн (сентябрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн пиллӗкмӗш Аслă Пухăвĕ (V съезчӗ) иртнӗ.

2002 ҫулхи раштав (декабрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн делегацийӗ Мускаври чӑвашсен наци культура автономийӗн II съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

2003 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕнче Раççей халăхĕсен ассамблейин (АНР) ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗпе тӗлпулу ирттернӗ.

2003 ҫулта чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрремӗш конкурсӗ иртнӗ.

2004 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕ Раççей халăхĕсен ассамблейин (АНР) III съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

2004 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн президенчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В.В. Путин Чӑваш академи драма театрӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисемпе ирттернӗ тӗлпулура тухса калаҫнӑ.

2004 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗнче финн-угор халӑхӗсен Таллинн (Эстони) хулинче иртнӗ конгресӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

2005 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн улттӑмӗш Аслă Пухăвĕ (VI съезчӗ) иртнӗ.

2005 ҫултан пуҫласа Муркаш районӗнчи «Кӗрен парӑс» ("Алый парус") кану лагерӗнче Раҫҫейӗн ытти регионӗнче тата урӑх ҫӗршывсенче пурӑнакан чӑваш ачисем валли ятарлӑ смена йӗркеленӗ.

2005 ҫулхи чӳк (ноябрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрремӗш конференцине ирттернӗ.

2005 ҫулта Чăваш наци конгресĕ ҫумӗнче «Сывлӑх» клуб уҫӑлнӑ.

2006 ҫулта Красноярск крайӗнчи чӑвашсен пӗрремӗш съездӗнче чӑваш наци культура аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ.

2006 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗнче республикӑра пӗрремӗш хут "Чăваш пики" конкурс иртнӗ.

2006 ҫулхи кӑрлач (декабрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗ пухӑнса Конгресс умӗнче тӑракан тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

2007 ҫулта Шупашкарта пӗрремӗш хут «Чăваш тумӗ» уяв ирттернӗ.

2007 ҫулта Чăваш наци конгресĕн делегацийӗ Баварире (Германи) иртнӗ халӑх пултарулӑхӗн уявне хутшӑннӑ.

2007 ҫулхи утӑ (июнь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн президенчӗ Раççей халăхĕсен конгресӗн Якутск хулинче ирттернӗ съездне хутшӑннӑ.

2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗ 1917 ҫулта Чӗмпӗр хулинче Пӗтӗм чăвашсен пӗрремӗш съезчӗ пухӑннӑранпа 90 ҫул, Чăваш наци конгресне йӗркеленӗренпе 15 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

2009 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн ҫиччӗмӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртнӗ.

2009 ҫултанпа Шупашкарта Чӑваш халӑхӗн чи пысӑк уявӗ Акатуй ирттерме пуҫланӑ.

2012 ҫулхи юпа (октябрь) уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш наци конгресӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.

2013 ҫулхи юпа (октябрь) уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн саккӑрмӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Конгреса ертсе пыма Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Федорович Угаслова шанчӗҫ.

2013 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа Чăваш наци конгресĕ çумĕнче тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен пурĕ вун икĕ комитет туса хунă.

2014 ҫулта Чăваш наци конгресĕ халӑх историне, культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе Чăваш Республикинчи кашни район-хулара вырӑнти уйрӑмӗсене йӗркелес ӗҫе пуҫӑнчӗ.

2014 çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК Шупашкар хулинчи уйрăмĕ йĕркеленчĕ. Çапла вара вырӑнти уйрӑмсене йӗркелес ӗҫ вĕçленчĕ.

2014 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧНК черетсĕр тăххăрмĕш Аслă Пухăвĕ иртрĕ. Унта конгресăн çĕнетнĕ Уставне, "Чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль эскизне çирĕплетнĕ.

2016 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧНК йĕркеленипе Крым Республикинчи Балаклава хулинче чăваш Акатуйĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионтан 500 ытла чăваш хастарĕ хутшăннă.